И.Я. Яковлев калавĕсем тăрăх хатĕрленĕ инсценировкăсен конкурсĕ

И.Я. Яковлев калавĕсем тăрăх хатĕрленĕ инсценировкăсен конкурсĕ

              Кӑҫал, чӑваш халӑхӗ И.Я.Яковлев ҫуралнӑранпа 175 ҫул ҫитнине паллӑ тӑвать. Пирĕн шкулта та ҫак паллӑ куна халалласа тĕрлĕ ĕҫ-пулӑм  пулса иртрĕ. Паян, акӑ, Иван Яковлевич Яковлев калавӗсем тӑрӑх хатӗрленӗ инсценировкӑсен конкурсӗ иртрĕ. Ачасем питĕ тĕплĕ те маттур хатĕрленнĕ ку конкурса. Кашни класс тӗрлӗ енлӗ номерсем хатӗрленӗ. Чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗсем, класс ертӳҫисем ертсе пынипе, ачасем тӑрӑшнипе уяв питӗ чаплá иртрӗ. Шкул директорӗ  пурне те Чӑваш чӗлхи  уявӗ ячӗпе  саламларӗ, пӗчӗк артистсене тав сӑмахӗ  каларӗ, ӑнӑçу сунчӗ. 
              Хаклă ачасем! Эсир пире хăвӑрӑн пултаруллăхăрпа савантартăр. Эсир - пирĕн пуласлăх! Юратӑр, хисеплӗр, чыслӑр Тăван чĕлхемĕре!

Источник: Н. В. Магазеева